заклинанье перед разбором дела в суде. Курм. сут чĕлхи. Атăл орлă, тинĕс орлă шор çӳçлă старик, шор çӳçлă карчăк. Çоната (в сенат) кайса çонатра çонат пуçне лепле итлет каланине, çанашкал ман халапа итлеччĕр. Пирĕн ĕмпӳ сăмахне епле этем улĕ-хĕр итлет, çанашкал итлеччĕр ман халапа. Тивиçи йăнарал сăмахне епле тивиçи итлет, ман сăмаха çанашкал итлеччĕр. Çорконне (кукку) килет, атать, çын епле первей илтет, йоратать, çанашкал ман халапа йоратчăр. Чĕкеç первей килет йорлать, çын епле итлет, йоратать, ман халапа çанашкал йоратчăр. Шăпчăк килет çорконне, çын первей (епле) илтет, йоратать, эп калаçнине çанашкал йоратчăр.
Çавăн пекех пăхăр:
сут тăвакан сут тавраш сут ту сут тутарттар « сут чĕлхи » сут-илӳ сут-йĕр сутă сутă-илӳ сутăн